Паян, Ҫуркуннепе Ӗҫлев уявӗнче, Шупашкарта ӗҫ коллективӗсем утма тухнӑ. Кӑҫал унта 20 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Уяв колонни яланхи пекех хӑйӗн ҫулне Чапаев скверӗнчен тытӑннӑ, тӗп урампа утса Хӗрлӗ лапама ҫитнӗ. Общество пӗрлешӗвӗсем, политика партийӗсем, предприятисемпе организацисен коллективӗсем, профсоюз представителӗсем, студентсем… — уявра чылайӑн пулнӑ. Чылайӑшӗ ҫемйипех килнӗ. Ачасем тӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем, ялавсем йӑтса ашшӗ-амӑшӗпе юнашар утнӑ. Оркестр, халӑх коллективӗсем пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ.
Колонна ҫулӗ ҫинче интерактивлӑ 8 лапам йӗркеленӗ. Кӑҫал уявра ҫӗнӗлӗх пулнӑ: чи пултаруллӑ колоннӑсен конкурсне йӗркеленӗ. Жюри членӗсем — тӗрлӗ социаллӑ ушкӑнри тата ӳсӗмри ҫынсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 5–6-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Хӗрлӗ лапамра пурне те ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ уявпа саламланӑ. Халӑх юррисен ансамблӗсем, хор коллективӗсем, рок-ушкӑнсем тата ыттисем концерт кӑтартнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |