Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть ҫӗре кӗнӗ — __Лаврентий Таллеровӑн__ юлашки романӗ — тухнӑ. Вӑл «Ыр-хаяр» ятлӑ. Унта авторӑн ҫакнашкал ятлӑ романӗ те кӗнӗ.
Романсӑр пуҫне асӑннӑ кӗнекере «Амук тесе чӗнетчӗҫ ӑна», «Лаша каҫанӗ» повеҫсем те пур. Вӗсем 1980-мӗш ҫулсенчех пичетленсе тухнӑ, каярахпа редакциленӗ. Ҫавӑн пекех «Ыр-хаяр» кӗнекене «Ушкӑн-ушкӑн асаилӳ» автобиографи очеркӗсен серийӗ кӗнӗ.
Кӗнеке вӗҫӗнче __Юрий Артемьев__ литература тӗпчевҫин «Самана чӑтлӑхӗнче пытарӑнакан чун» статйине вырнаҫтарнӑ.
Аса илтеретпӗр: чӑваш халӗх ҫыравҫи, прозаик тата публицист Лаврентий Таллеров ҫулталӑк каялла 85 ҫула ҫитсе ҫӗре кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |