__Ҫӗрпӳ районӗн__ чӑваш чӗлхипе литературин ассоциацийӗн кӑсӑклӑ ӗҫӗсенчен пӗри — паллӑ чӑваш поэчӗсемпе ҫыравҫисен вырӑнӗсене ҫитсе курасси. Хальхинче педагогсем Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Унта, пӗлетӗрех пуль ӗнтӗ, чӑвашсен Ҫуттакӑларуҫине Иван Яковлева халалланӑ музей вырнаҫнӑ.
Музейра Иван Яковлевичӑн хваттерне, шкулти хӗрарӑмсен уйрӑмне йӗркеленӗ, «XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи–XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Чӗмпӗр кӗпернинчи чӑвашсен культурипе пурнӑҫӗ» экспозици уҫнӑ. Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра педагогсемпе «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Унтан Ҫӗрпӳ районӗн делегацийӗ Чӗмпӗрти 17-мӗш вулавӑшра пулнӑ. Вӑл темиҫе наци ҫыннисене йышӑнать: тутарсене, чӑвашсене, мӑкшӑсене. Кунта вӗрентекенсем умӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗсем, общество деятелӗсем, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ обществин председателӗ Алексей Мордовкин тухса калаҫнӑ.
Ҫакнашкал ҫулҫӳревсем вӗрентекенсене уроксене, класс тулашӗнчи мероприятисене тухӑҫлӑрах ирттерме пулӑшать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |