Чӑваш Енри ветерансем валли __Ҫӗнтерӳ кунӗ__ ячӗпе уяв апат-ҫимӗҫӗ хатӗрленӗ. Вӗсене кашни ветеран килне вырӑнти социаллӑ хӳтӗлев органӗ урлӑ ҫитерӗҫ.
Республикӑра ветерансене профилактика, сиплев, реабилитаци тӗлӗшӗпе пулӑшу параҫҫӗ. Ҫулсерен поликлиникӑра тата килте ветерансене тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑрҫӑ инваличӗсем, ветерансем, тӑлӑх арӑмсем мӗнле условисенче пурӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Уйрӑмах пӗччен пурӑнакан ветерансене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласенчи 101 ветерана сывлӑха ҫирӗплетмелли «Вега» центра (Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗ) илсе кайӗҫ. Кӑҫал республика валли 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫапа 95 ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн черетре 145 ветеран юлӗ. Ҫак ыйтӑва Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле тӗппипех уҫӑмлатма палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче __Шупашкарти__ Хӗрлӗ тӳремри уява 500 ытла ветеран хутшӑнӗ. Кашнинпе ҫумӑн социаллӑ ӗҫчен пулӗ, васкавлӑ медпулӑшу машинисем тухӗҫ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре вӑрҫӑ инвадличӗсем, ветерансем пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын юлнӑ. Тыл ӗҫченӗсем — 25 пин ҫын, вӑрҫӑ ветеранӗсен тӑлӑх арӑмӗсем — 6 пин ҫын. Аса илтерер: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Чӑваш Енрен 208 пин ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 106 пинӗшӗ таврӑнайман. Ҫак йышри кашни иккӗмӗшӗ — хыпарсӑр ҫухалнисем шутланаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |