«Просвещени» издательстви тӑтӑшах тӗрлӗрен конкурссем ирттерет. Ака уйӑхӗнче «Символы» конкурс иртрӗ. Ӑна Раҫҫейри Британи ҫулне халалланӑ. Конкурса шкул ачисем тата вӗрентекенсем хутшӑнма пултарнӑ.
Конкурса пурӗ 1942 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра пирӗн республикӑри Шупашкарти хӑш-пӗр шкул ачисемпе вӗрентекенсен ӗҫӗсем. Конкурссантсен ятарлӑ чӗре ӳкернӗ шаблон ҫине Британи тата Раҫҫей символӗсене 5-шер ӳкерчӗк туса кӑтартмалла пулнӑ, мӗншӗн ку е урӑх символа кӑмӑлланине акӑлчанла 10 предложени ҫырса пӗлтермелле пулнӑ.
__Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Штанашри__ шкул ачисем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ, вунӑ вӗренекен ытларах Раҫҫей тата Британи ялавӗсене сӑнарланӑ, Кремль тата Биг Бен, роза тата хурӑн, Британи тата Раҫҫей укҫи, икӗ хутлӑ автобус, телефон будки, матрешка, Чӑваш Республика эмблеми, чӑваш тӗрри...
Ҫак кунсенче кашниех алла Пӗтӗм Раҫҫейри «Символы» конкурса хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |