Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне хӑйӗн ячӗпе тав сӑмахӗ калама май пур. «Раҫҫей почти» «Ентешсем тав туни» ятпа Пӗтӗм Раҫҫей акцине ирттерет. Кун пирки Муркаш район администрацийӗ пӗлтерет.
Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен — вӑл шутра фронтовиксен те, тыл ӗҫченӗсен те йышӗ ҫул иртнӗҫемӗн сахалрах та сахалрах. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кун пек 20 509 ветеран пурӑнать.
Пирӗн тивӗҫ — кун пек ҫынсене савӑнӑҫ саманчӗ парнелесси, тав сӑмахӗ ҫырса открытка ярса парасси. Сӑмахӗсем ансат: «Хисеплӗ ветеран! Ҫӗнтерӳшӗн Пысӑк тав Сире! Эпир Сирӗн паттӑрлӑха асра тытапӑр, Сирӗнпе мухтанатпӑр!» Хыҫҫӑн открыткӑна почта ещӗкне яма ан манӑр. Эсир ветеранӑн ятне те, ӑҫта пурӑннине те пӗлместӗр пулӗ. Анчах шанма пултаратӑр: «Раҫҫей почти» сирӗн салам сӑмахӗсене ветеран патне ҫитерӗ.
Ветерана эсир ҫавӑн пекех почта ҫыхӑнӑвӗн операторӗ, почтальон урлӑ та саламлама пултаратӑр, открыткӑпа пӗрле парне те туянса пама май пур. Почтальонсем сирӗн открыткӑсемпе парнесене Раҫҫей Президенчӗн саламӗпе пӗрле ветерана ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫитерсе парӗҫ.
Федерацин «Раҫҫей почти» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ентешсем тав туни» акцие виҫҫӗмӗш ҫул ирттерет. 2012 ҫулта акцие 25 регионта кӑна ирттернӗ. Ун чухне 300 пине яхӑн салам открыткине ветерансем патне ҫитерсе панӑ. Асӑннӑ акцие Раҫҫейри чи лайӑх социаллӑ проектсенчен пӗри тесе палӑртнӑ. 2013 ҫулта вара акцие пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттернӗ. Унта ҫӗршер пин ҫын хутшӑннӑ. Почтальонсем вара Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем патне ҫур миллион ытла салам ҫитерсе панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |