__Елчӗк районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Пӑва__ шкулӗнче Раҫҫей ҫарӗн полковникӗпе, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе Геннадий Анатольевич Ильинпа тӗлпулу иртнӗ. Унта тивӗҫлӗ канури Алимпия Фомина, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Павлова, Ҫӗнӗ Пӑвари вулавӑшӑн библиотекарӗ Зоя Шумилкина, шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Геннадий Анатольевич Ҫӗнӗ Пӑвари вулавӑша ҫитсе курнӑ. Кунта вӑл «Савнӑ ялӑм, тӑван ял» альбомпа паллашнӑ. Хӑй вӗренсе тухнӑ шкулта ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартнӑ, ыйтусене хуравланӑ.
Геннадий Ильин Ҫӗнӗ Пӑвара ҫуралса ӳснӗ, Челепири ҫарпа танк аслӑ училищинчен, Ленин ячӗллӗ ҫарпа политика академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. РФ Ҫарпа хӗҫпӑшал вӑйӗсен ҫар университетӗнче адъюнктурӑра ӑс пухнӑ. Мускаври Суворов ҫар училищин кафедрин пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2000 ҫултанпа вӑл — РФ Хӳтӗлев вӑйӗсен тыл штабӗн управленийӗн пуҫлахӗн ҫумӗ.
Халӗ полковник И.М.Губкин ячӗллӗ Раҫҫей патшалӑх нефтьпе газ университетӗнче ӗҫлет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |