Чӑваш Енре ҫӗнӗ награда пама йышӑннӑ. Малашне республикӑра «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологӗ» хисеплӗ ята пама тытӑнӗҫ. ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ кун пирки хушӑва ӗнер, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Михаил Васильевич планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна ҫутҫанталӑка сыхлас ӗҫ сумне ӳстерес, тавралӑха тата ҫутҫанталӑк пуянлӑхне хӳтӗлессипе ӗҫлекен организацисен ҫитӗнвӗсене палӑртас тӗллевпе йышӑннӑ.
Аса илтерер: 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче Чӑваш Енре муниципалитет ӗҫченӗсем валли награда йышӑннӑ. Вӑл — вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ чиновниксем валли. Кунашкаллисене «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑ параҫҫӗ.
Палӑртар: Чӑваш Енри патшалӑх наградисен тытӑмне «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» орден, «Чӑваш Рспублики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медаль, «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орден, ЧР Хисеп грамоти, «халӑх» тата «тава тивӗҫлӗ» статуслӑ хисеплӗ ятсем кӗреҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |