__Ҫемен Элкер__ ҫуралнӑранпа кӑҫал 120 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. __Йӗпреҫ районӗн__ ҫыннисем тата Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗсем Шупашкарта унӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ.
Унӑн пултарулӑхне хисеплекенсем общество деятелӗн, СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗн, Чӑваш АССР халӑх писателӗн пурнӑҫне, унӑн хайлавӗсене аса илнӗ. Хӑшӗ-пӗри унпа куҫа-куҫӑн та курнӑҫнӑ.
Ҫемен Элкер хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, пуҫламӑш шкул ҫеҫ пӗтернӗ. 1915 ҫулта ӑна ҫара илнӗ, Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫине хутшӑннӑ. Йывӑр аманнӑскер Автро-Венгрире тыткӑна лекнӗ. 1916 ҫулта пулас поэт Раҫҫее таврӑннӑ, Петроградри тата Хусанти госпитальсенче чылай сипленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах учительсем хатӗрлекен курссене пӗтернӗ. Тӑван ялӗнчи шкулта ҫулталӑк ытла ӗҫленӗ.
Унӑн пӗрремӗш сӑвви 1921 ҫулта пичетланнӗ. Тепӗр ҫулхине вӑл «Канаш» хаҫат редакцине куҫнӑ, унтан «Сунтала». __Ҫемен Элкер__ чӑваш литературине хроникӑллӑ романпа, истори романӗпе, драма поэмипе пуянлатнӑ.
«Элкер» псевдонима вӑл ҫырма тытӑничченех илнӗ, каярахпа вӑл официаллӑ хушамат пулса тӑнӑ. Унччен вӑл, 1915 ҫулччен, Васильев хушаматпа ҫӳренӗ.
Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв унӑн тӑван тӑрӑхӗнче ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |