Ҫак шухӑша паян Шупашкарта Чечен вӑрҫине тата ытти ҫавӑн йышши вӑрҫа хутшӑннисене асӑнса лартнӑ монумента савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ чухне Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ тата чӑваш парламенчӗн спикерӗ __Юрий Попов__ каларӗҫ.
Палӑка уҫнӑ самант вара ҫынсенчен чылайӑшӗшӗн чӑннипех те хумхануллӑ пулчӗ. Ывӑлӗсене мирлӗ вӑхӑтра салтака ӑсатса кӗтсе илейменнисем кӑна мар, ҫав вӑрҫӑра тӑванӗсене, Турра шӗкӗр, ҫухатманнисем те куҫҫуленчӗҫ.
Палӑка ӑсталама укҫаллӑ ҫынсене явӑҫтарнӑ. Тӗрӗссипе, ӑна хатӗрленӗ ҫурт тӑвӑм организацийӗ умӗнче парӑмпа хальлӗхе пуҫӗпех татӑлса пӗтеймен-ха — укҫана малалла пухаҫҫӗ.
Монумента виҫӗ пайран хатӗрленӗ. Вӗсем ҫине 156 ҫыннӑн ятне ҫырса хунӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов калашле, тек ун пек ҫырма ан тивтӗр кӑна ӗнтӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |