__Комсомольски районӗнче__ пурӑнакан 53 ҫулти ҫын ҫӗр айӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи 100 миллиметрлӑ минӑн «болванкине» тупнӑ.
Ку ӗҫ ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Ун чухне __Урмаел__ ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫӗнӗ ҫурт валли фундамент чавнӑ. Тӑпрана килне илсе кайнӑ. Ирхине ӑна салатнӑ чухне мина тупнӑ. Снаряд пушӑ.
Арҫын тупнӑ япала пирки полицие пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗн ОМОН специалисчӗсем тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи 100 миллиметрлӑ минӑн «болванкинче» сирпӗнекен япала ҫук, ҫавӑнпа вӑл хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |