__Ҫӗнӗ Шупашкарти__ А.И. Андрианов ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн «Кредо» туризм клуб пайташӗсем Ҫурҫӗр полюса темиҫе хутчен те ҫитсе килнӗ. Хӑйсем тӗллӗн мар-ха. «Йӗлтӗрпе — Ҫурҫӗр полюса» ҫамрӑксен экспедицине хутшӑнакансен йышне кӗнӗ май вӗсене ҫӑмӑл мар ҫула парӑнтарма май килнӗ.
«Кредо» пайташӗсемпе паян Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата икӗ министр — вӗренӳ ведомствин пуҫлӑхӗ Владимир Иванов тата Физкультурӑпа спорт министерствин пуҫлӑхӗ Сергей Мельников курнӑҫнӑ.
Ҫурҫӗр полюса 2008 ҫулта ҫитсе килнӗ Степан Шеверталов, Анна Карпова (2010 ҫулта) тата Евгений Мартьянов (2012 ҫулта) ҫулҫӳрев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӗрӗссипе, ытти ачасем те ҫулсерен ҫулҫӳреве хутшӑннӑ. Вӗсен тренерӗ Мария Бовина пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем спорт енчен лайӑх пиҫӗхеҫҫӗ кӑна мар, пурнӑҫ шкулне тухаҫҫӗ теме те юрать.
Асӑннӑ клуб 1986 ҫултанпа ӗҫлет иккен. Ку вӑхӑтра ун витӗр 600 ытла ача тухнӑ. «Кредон» тӗп тӗллевӗ — спорт туризмӗ тата вӗренӳпе тӗпчев экспедицийӗсем. Кун пирки клуб ертӳҫи Андрей Ширшов пӗлтернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |