Паян __Красноармейскинчи__ тӗп стадионта «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 30 команда хутшӑннӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн тата 65 ҫулхи юбилей ячӗпе Иван Прокопьева Красноармейски район администрацийӗн Тав хутне панӑ.
Ветерансен командисен йышӗнче __Пикшик ял тӑрӑхӗ__ ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсен хушшинче __Мӑн Шетмӗ__ вӑтам шкулӗ малта пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Трак вӑтам шкулӗ тухнӑ. Красноармейски вӑтам шкулӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
5–9-мӗш класра вӗренекенсен йышӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Трак вӑтам шкулӗ. __Пикшик__ вӑтам шкулӗн команди финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ.
Аслӑ класра вӗренекенсен командисем хушшинче Трак вӑтам шкулӗ, Красноармейски вӑтам шкулӗ, Пикшик вӑтам шкулӗ малти вырӑнсене пайланӑ.
Ял тӑрӑхӗсен командисен йышӗнче каллех Пикшик енчисем маттур пулнӑ. __Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ__ — иккӗмӗш. Предприятисем, организацисем, учрежденисем хушшинче Красноармейски ял тӑрӑхӗн «Композит-21» команди пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» «Ҫамрӑк гварди» команди — иккӗмӗш, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене парнесемпе, тӗрлӗ степень Дипломсемпе чысланӑ, «Ял пурнӑҫӗ» хаҫата ҫитес ҫурҫуллӑха ҫырӑнса панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |