«Алӑкран кӑларса ярсан чӳречерен килсе кӗрет, — теҫҫӗ иккен __Патӑрьел районӗнчи__ __Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел__ шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Вера Барко пирки учительсем. Ачаранпах спортпа туслӑскер биатлона, акватлона, шывра ишессине, чупасси-сикессине кӑмӑллать тесе хыпарлать «Чӑваш хӗрарӑмӗ».
«Зарницӑсене» Вера 7-мӗш класран тытӑнса пӗр сиктерми хутшӑнать-мӗн. Шел те, унӑн амӑшӗ ҫамрӑклах ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Ун чух виҫҫӗре пулнӑ хӗр пӗрчӗк ҫывӑх ҫыннине лайӑх астумасть те иккен. Кайран ашшӗ те чирлесе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Халӗ Вера куккӑшӗпе инкӗшӗ патӗнче пурӑнать.
Хӗр 11-мӗш класс хыҫҫӑн Вологдӑри ҫар училищине каяс ӗмӗтпе пурӑнать иккен. Ҫар психологӗ пуласшӑн-мӗн. Сӑмах май, хӗрсене ҫӗршыври ултӑ училищӗре йышӑнаҫҫӗ иккен: Сарӑту облаҫӗнчи Вольск ҫар училищинче, Питӗрти транспорт тата тыл академийӗнче, Пензӑри артиллерипе инженери институтӗнче, Ростоври ракета ҫарӗсен ҫар институтӗнче тата Новочеркасскри аслӑ ҫар училищинче. Ҫулсерен Раҫҫей ҫар училищисене 20–30 хӗре ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ иккен. Конкурс калама ҫук пысӑк-мӗн — пӗр вырӑна 40 ҫын.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |