Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче кӑҫал хӑш фермерсене пулӑшассине палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 заявка панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хушшине, сӑмахран, __Тӑвай районӗнчи__ Сергей Илларионов лекнӗ. Вӑл халӗ те выльӑх-чӗрлӗх сахал мар усрать иккен. Ӳлӗмрен вара сӗт тирпейлекен цех туса лартасшӑн. Илларионов пек телейлисем республикӑра — пиллӗкӗн.
Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталанма пулӑшакан программа виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлет. Пӗлтӗрпе виҫӗмҫул патшалӑх Чӑваш Енри вунӑ фермера пулӑшнӑ. Кӑҫал вӗсем валли федераци хыснинчен 16,5 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн, республикӑран — 11,9 миллион. Ҫак «кӗмӗл» кашни фермера вӑтамран 5 миллион тенкӗ тавӑрса памалла мар укҫа лекессине пӗлтерет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |