Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ тӗле __Тӑвай районӗнче__ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмне Зоя Семеновна Егоровӑна ҫурт туянмашкӑн е хӑпартмашкӑн укҫа панӑ. Зоя Семеновна __Ҫӗнҫырма__ ялӗнче пурӑнать.
Ҫавӑн пекех 1941 ҫулта вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫар ҫыннин Федор Иванович Ивановӑн __Сӑхӑтпуҫра__ пурӑнакан ывӑлне Анатолий Федорович валли те ҫак тӗллевпех укҫа уйӑрнӑ. Анатолий Иванов ачаранпах сусӑр.
Свидетельствӑсене Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке панӑ, тӑлах арӑмпа ветеран ывӑлне сывлӑх суннӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен» 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуснӑ Хушупа килӗшуллӗн Тӑвай районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянмашкӑн 168 ветеран укҫа илнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |