Кӑҫал ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Тогаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ. Пултаруллӑ мусӑкҫӑна, хор дирижёрне халалласа __Сӗнтӗрвӑрринчи__ культура ҫуртӗнче уяв каҫӗ йӗркеленӗ.
Анатолий Николаевич музыка вӗрентекенӗнче ӗҫленӗ май хор ушкӑнӗсем йӗркелесе вӗсен ертсе пынӑ. Вӑл сӗрме купӑс питӗ юратнӑ. Уявра тӗрлӗ ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ: оркестр, чӑваш юррин халӑх хорӗ, вырӑс халӑх хорӗ, ветерансен хорӗ, «Нухрат» фольклор ансамблӗ…
Анатолий Тогаев ҫамрӑк мусӑкҫӑсене яланах хапӑл пулнӑ, вӗсемпе хӑйӗн килӗнче те тӗлпулусем ирттернӗ. Концерта А.Тогаев ячӗллӗ ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем, __Шуршӑлти__ «Звездный» ташӑ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Голыгин, чӑваш юррин халӑх хорӗн юрӑҫи Л.Григорьева аса илӗвӗсемпе паллаштарнӑ.
Уявра «А.Н.Тогаев — композитор 130 ҫул тултарнине халалласа» мультимеди хӑтлавӗ кӑтартнӑ. Коцерт хыҫҫӑн Анатолий Тогаевӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |