Ку пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫӗрле, __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Туктамӑш__ ялӗнче пулнӑ. ВАЗ–21140 машинӑпа пыракан полицин участокри уполномоченнӑйӗ ҫулпа пыракан 24-ри каччӑна ҫапса кайнӑ. Ҫапла, кайнӑ. Инкеке лекнӗ ҫамрӑка пулӑшма васкаман вӑл, хӑвӑртрах тапса сикнӗ. Тарма сӑлтавӗ те пулнӑ ҫав — 38 ҫулти полицейски руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Машина ҫапса хӑварнипе ҫуран ҫӳрекен сылтӑм урине хуҫнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑха йывӑр сиен кӳни шутланать.
Ку ӗҫре кӑсӑклӑ пӗр самант та пур-ха. Малтанласа ку инкекшӗн айӑпа йӗрке хуралҫин арӑмӗ хӑй ҫине илнӗ иккен. Ӳсӗрле руль умне ларнӑ тесе ӑна вырӑнти йӗрке хуралҫисем администратвилӑ майпа явап та тыттарнӑ. Анчах прокуратура тата Шалти ӗҫсен министерствин органӗсем ҫине тӑнипе айӑплине тупса палӑртма май килнӗ иккен. Кун пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Следстви управленийӗн тӗпчевҫи хӗрарӑма административлӑ майпа сӑлтавсӑр айӑпланӑ фактпа яваплисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма, шалти ӗҫсен пайӗн яваплӑ ӗҫченӗсене вара явап тыттарма сӗннӗ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |