Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫласа ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗччен республикӑра 460 яхӑн шӑматкунлӑх тата экологи акцийӗсем иртнӗ. Унта 24 пин ҫын хутшӑннӑ. Ҫак тапхӑрта 220 ҫӳп-ҫап купине тӗп тунӑ, 36 пин йывӑҫ, 6 пин ытла тӗм лартнӑ.
Ку кӑна мар. __Вӑрмар районӗнчи__ __Келкеш__ ялӗнче парк тунӑ. Унӑн лаптӑкӗ 38 пин тӑваткал метрпа танлашнӑ. Ҫав районти __Ҫӗнӗ Вӗренер__ ялӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи __Чурачӑк__ ялӗнче парксене ҫӗнетнӗ.
Ял-салара палӑксене сӑрланӑ, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Ҫимӗк валли масар-ҫӑвасене тасатнӑ. Акӑ ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче __Элӗк районӗнчи__ __Тавӑт__ ялӗнче те ҫӑвана тирпейленӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ял-саласенче палӑксем умӗнче ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Акӑ __Канаш районӗнчи__ __Хыҫалкас Энтрияль__ ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче тирпейленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |