Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ пин-пин ҫынна халӗ те шыраса тупайман. Вӗсем пирки тӑванӗсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ҫапах вӗсем пирки манмалла мар.
Ҫитес ҫул Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа __Пӑрачкаври__ тӗп вулавӑш Пӑрачкав районӗн ҫыннисене хӑйсен хыпарсӑр ҫухалнӑ тӑванӗсене тӗнче тетелӗн ресурсӗсемпе усӑ курса тӳлевсӗр шырама май парать.
«Салтаксем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» акцин тӗп тӗллевӗ — хыпарсӑр ҫухалнисем пирки информаци тупасси, вӗсене ӑҫта пытарнине пӗлесси. Шырав, паллах, яланах ӑнӑҫлӑ пулмасть, мӗншӗн тесен ҫар архивӗсенче йӑнӑш нумай.
Акци вӑхӑтӗнче 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Акӑ Пӑрачкавра пурӑннӑ Бочкарева В.С. тӑванне Мулындин Иван Дмитриевича шырама ыйтнӑ. «Мемориал» даннӑйсен банкӗнче шыранӑ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Мулындин И.Д. 1944 ҫулта паттӑрла вилнӗ, анчах унӑн вил тӑпри ӑҫта пулнине пӗлме май килмен.
Акци кӑҫал пӗрремӗш хут иртет. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйахӗнчен тытӑнса 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Малашне вӑл Пӑрачкаври тӗп вулавӑшра ҫулсерен ҫу уйӑхӗнче иртӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |