«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса эпир пӗлтӗрех кӗнеке кӑларас шухӑшлӑччӗ. Ӑна илемлетме ятарлӑ конкурс та __/news/2651.html|пуҫарнӑччӗ__, анчах калӑплав ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлнӑран иртнӗ уйӑхра кӑна хатӗрлесе ҫитерме пултартӑмӑр. «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» ят панӑ кӗнеке ҫак уйӑхӑн 20-мӗш кунӗсенче пичетленсе тухмалла.
Пӗтӗмӗшле кӗнеке 302 страницӑллӑ пулса тухрӗ. Маларах асӑннӑ конкурсри хайлавсем тӑрӑх ӳкерчӗксем те унта кӗнӗ. Кӗнекене Ҫырмапуҫӗнчи (Ҫӗрпӳ районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Мӑн Вылӑри (Элӗк районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, Тикашри (Вӑрмар районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Штанашри (Хӗрлӗ Чутай районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул ачисем хатӗрленӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Кӗнеке хӑтлавне 20–31-мӗш кунсенче, ачасем канма каиччен, ирттерме планланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |