Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, __Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче__ «Пӗтӗм чӑваш диктантне» пиллӗк паллӑлӑх ҫырнӑ ачасене, ҫамрӑксене татат ыттисене чыслӗҫ. Кун пирки ЧПГӐИ сайчӗ пӗлтерет. Чыслав 15 сехетре пуҫланӗ.
Унсӑр пуҫне текста «тӑваттӑпа» «пиллӗк» хушшинчи хаклавлӑх ҫырнисене те ахаль хӑвармӗҫ — вӗсене ӗнертерӳ хучӗпе (сертификатпа) тивӗҫтерӗҫ.
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акан 25-мӗшӗнче 13:00 сехетре иртнӗ. Ӑна 3-4 ҫӗрте вуланӑ, ҫавӑн пекех Чӑваш наци радиовӗпе итлесе ҫырма май пулнӑ. Кӑҫалхипе ӑна иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. «5» паллӑлӑх пурӗ 136 ҫын ҫырнӑ, тепӗр 52-шӗ — «тӑваттӑпа» «пиллӗк» хушшинче. Пӗтӗмпе кӑҫал 3 100 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Аудиторисенче 633 ҫын ҫырнӑ пулсан, тӗнче тетелӗ урлӑ тата наци радиовне итлесе — ыттисем. Ытларах 13–16 ҫултисем тата 30–45-рисем ҫырнӑ тесе палӑртаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |