__Канаш районӗнчи__ суд приставӗсем вырӑнти «Атлант» спортпа сывлӑх центрне ӗҫлеме чарса лартнӑ. Ҫапла тума вӗсене Патшалӑхӑн пушар надзорӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ кӑлтӑксем хистенӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснӑшӑн спорт обьектне административлӑ майпа айӑпласа 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче центра тепре тӗрӗсленӗ те каллех кӑлтӑк сиксе тухнӑ. Ҫӗннисем мар, унчченхисенех пӗтермен иккен. Ҫитменлӗхсене йӗркипе асӑнса кайма кирлех мар-тӑр. Инкек-синкек сиксе тухасса кӗтсе ларман, пушарпа кӗрешекенсем суда тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре центра ӗҫлеме 30 кунлӑха чарса лартма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа приставсем «Атланта» ӗҫлеме вӑхӑтлӑха чарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |