Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин тӗп иммунологӗ-аллергологӗ Тамара Петрова ҫак кунсенче 70 ҫул тултарнӑ. Ҫичӗ теҫетке ҫул тултарнӑ ятпа ӑна Алла Самойлова министр саламланӑ.
Тамара Ивановна __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ Ӗсмелте (Октябрьскинче) тухтӑр ҫемйинче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта врачсен квалификацине ӳстерекен Хусанти институтӗнче клиника аллергологийӗн кафедринче ассистентра ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр ултӑ ҫултан ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн педиатри кафедрин ассистентне суйланӑ, кӗҫех доцент та пулса тӑнӑ. Тамара Петрова ҫине тӑнипех асӑннӑ аслӑ шкулта клиника иммунологийӗпе аллергологийӗн кафедрине йӗркеленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл 120 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, сывлӑх сыхлавне рационализаторла 2 сӗнӳ панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |