Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тунӑ пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри ятарлӑ вӗренӳ учрежденийӗсенче 315 ача пурӑнать. Ку, 2011 ҫулхипе танлаштарсан, икӗ хут сахалрах.
Палӑртма кӑмӑллӑ: ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен йышӗ усрава илнине пула чакать. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ятарлӑ организацисенче 335 ача пурӑннӑ, 2012 ҫулта — 548, 2011 ҫулта — 597, 2009 ҫулта — 776.
Ака уйӑхӗнче ав ача-пӑча учрежденийӗнче пурӑнакан 12 шӑпӑрлан ҫемьере хӳтлӗх тупнӑ. Вӗсенчен 4-шне __Шупашкарта__ усрава илнӗ, 3-шне — __Улатӑрта__, тепӗр виҫҫӗшне — __Ҫӗмӗрлере__, иккӗшне — __Ҫӗрпӳре__.
Юлашки ҫулсенче республикӑра тӳрленмелли тӑватӑ интернат шкула, виҫӗ ача ҫуртне хупнӑ. Халӗ пӗтӗмпе виҫӗ ача ҫурчӗн, тӳрленмелли сакӑр интернат шкул, ачасен ятарлӑ икӗ шкул, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен начар аталанакан ачасен пӗр ҫурчӗ алӑкӗ уҫӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |