Унччен __Вӑрнар районӗнчи__ __Кӳлхӗрри__ ялӗн ҫыннисене пӗр ыйту пӑшӑрхантарнӑ: Йӑрар юханшывӗ урлӑ каҫӑ ҫук, кивви юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула ҫинҫе каҫӑ урлӑ выльӑх-чӗрлӗхе каҫарма хӑрушӑ пулнӑ-мӗн. Пуш уйӑхӗнче халӑх пухура ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ.
«Пӗччен сурсан типсе ларать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тесе ахальтен каламан. Ыйтӑва хускатнӑ та ӑна ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Кӳлхӗрринчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Маргарита Сергеевӑпа Федор Николаев самай пулӑшнӑ.
Ялӑн тӑватӑ урамӗнче пурӑнакан халӑх каҫӑ тӑвас тесе тӑватӑ кун ырми-канми ӗҫленӗ. Маргарита Сергеева стройматериал туянмашкӑн укҫа пухма пулӑшнӑ, хӑй те спонсор пулӑшӑвӗ панӑ, халӑх валли апат пӗҫӗрнӗ. Федор Николаев арҫынсемпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ. Юрий Муравьев тракторпа тӑпра турттарнӑ, Владимир Гордеев машинӑпа стройматериал кӳрсе килнӗ.
Виталий тата Сергей Ефремовсем, Александр Егоров, Валера Игнатьев, Валера Яковлев, Валера Вошняев, Олег Григорьев, Олег Денисов, Михаил Иванов, Венямин Иванов, Андрей Геннадьев тата ыттисем 7 метр тӑршшӗ, 4 метр сарлакӑш кӗпер хывнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=59&type=news&id=2778210|**Сӑнсем**__ (16)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |