Ҫу уйӑхӗн 4-11 мӗшӗсенче Грецире ачасен «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртессине, унта Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ, Кӗлӗмкассинче пӗлӳ пухакан Татьяна Новикова __/news/5718.html|каяссине пӗлтернӗччӗ__.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Татьяна тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа мар — наградӑсемпе. Татьяна Новикова Пӗтӗм тӗнче фестивалӗнче I степень Диплома, «Ылтӑн микрофон» кубока, «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиавлӗн лауреат дипломне тивӗҫнӗ. Таня ача-пӑча пултарулӑхне сарнӑшӑн «Музендис Трэвел» компанин президенчӗн Б.Музендис аллинчен диплом илме тивӗҫ пулнӑ.
— Татьяна чылай конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Тӗнчери халӑхсен ташшипе юрри» концерт программине хутшӑнчӗ, тӗлпулусенче, ӑсталӑх класӗсенче пулчӗ. Унпа пӗрле конкурса Тӑвай районӗнчи тепӗр ача кайнӑ, — тенӗ Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗн ҫумӗ Наталья Рекунова.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |