Типӗ курӑка чӗртсе яма юраманни пирки вӗҫӗмех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те ҫынсем ҫакна хӑлхана чикесшӗн мар. Ӗнер __Улатӑр районӗпе__ иртекен чукун ҫул хӗррипе типӗ курӑка чӗртсе янӑ та ҫулӑм «Сӑрҫум» заповедника лекнӗ. Ҫулӑм алхасни пирки хыпар Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем патне 17 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
Пушара сӳнтерме пушарпа кӗрешекенсемсӗр пуҫне вӑрман хуҫалӑхӗсенчи ҫак енӗпе тӑрӑшакансем кар тӑнӑ. Ҫулӑм 2010 ҫулта пушар тухнӑ вырӑнсене ярса илнӗ. Пӗтӗмпе 10,5 гектара.
Халӗ пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пуйӑс иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вут хыпса илнӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |