Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 289 пин тенкӗ нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Ҫулталкӑри тупӑш 3,26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. «Ытти тупӑш» текенни 60,1 пин тенкӗ хутшӑннӑ.
Игнатьевӑн харпӑрлӑхри пурлӑхӗ ӳсмен. Тӗп пурӑх унӑн — ҫӗр. Элтепер харпӑрлӑхӗнче 50.599 тӑваткал метр ҫӗр тата 216,2 тата 95,4 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ икӗ пӳрт пур. Мӑшӑрӗпе пӗрлехи харпӑрлӑхра 2.000, 623 тата 5.000 тӑваткал метр калӑпӑш ҫӗр лаптӑкӗсем, 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ шутланаҫҫӗ. Михаил Васильевичӑн уйрӑм автомашина ҫук.
Игнатьев Элтепер арӑмӗ пӗлтӗр 389,76 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ (2012 ҫулта — 220 пин тенкӗ) тата 2 тенкӗ те 16 пус — «урӑх тупӑш». Ытти енчен унӑн та тупӑш шайӗ улшӑнман. Харпӑрлӑхра 25,300 тӑваткал метр ҫӗр, 282,6 тӑваткал метрлӑ хваттер, «Мерседес Бенц В 170» автомобиль тата 36,2 тӑваткал метрлӑ гараж боксӗ пур.
Михаил Васильевичӑн ывӑлӗ иртнӗ ҫул 24,8 пин текнӗ ӗҫлесе илнӗ тата 5 пуслӑх «урӑх тупӑш» курнӑ. Хӗрӗн тупӑшӗ ҫулталӑкра 6,85 пин тенкӗпе танлашнӑ. Элтеперӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ашшӗн харпӑрлӑхӗнчи 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗнче тӳпене кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |