Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков Валерий Кагунькин ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Валерий Кагунькин __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Туканаш__ районӗнче ҫуралнӑ, халӗ арӑмӗпе Тамара Магдалинӑпа 17 ҫул ытла АПШри Калифорнири Сакраменто хулинче пурӑнать.
Чӑваш ӳнерҫи аякра пурӑнсан та Тӑван ҫӗршывпа ҫыхӑну тытать. Ӳнерҫӗ картинӑсем ӳкерет кӑна мар, Америкӑра вырӑс тата совет ӳнерне сарать. Вырӑс юлташӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлени чӑваш ӳнерсисене Калифорнире «Вырӑсла Америкӑна» упрама май парать. Вӑл 200 ытла ҫул «пурӑнать» ӗнтӗ.
«Калифорни — Ҫӗпӗр» курав Ҫӗпӗре тата аякри Калифорние вырӑс колонисчӗсем «парӑнтарнине» кӑтартать. Чӑваш ӳнерҫисем те Америкӑра хӑйне евӗр чӑваш колонисчӗсем. Ара, вӗсем ӳнерти вырӑс стильне пропагандӑлаҫҫӗ-ҫке-ха. Леонид Волков ӳнерҫӗсене Валерий Кагунькинӑн тӑван кӗтесне — Чӑваш Ене — пыма йыхравланӑ.
Тамара Магдалина хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Валерий Кагунькин хӑйне хавхалану кӳнӗшӗн пурне тав тунӑ. Вӑл хӑйӗн тӑван кӗтесне — Туканаш ялне — аса илнӗ. «Чӗрере тӑван кӗтес валли яланах вырӑн пур. Унта — манӑн тымарсем. Тӑван кӗтес — манӑн ӳкерчӗксенче те», — тенӗ вӑл.
Утӑ уйӑхӗнче курав АПШри Невада штатра малалла тӑсӑлӗ, унтан — Лас-Вегасра.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=100&type=news&id=2779165|**Сӑнсем**__ (37)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |