Ӗнер __Йӗпреҫ районӗнче__ «Хӑрушсӑр урапа» район конкурсӗ иртнӗ. Мероприяти __Йӗпреҫри__ 2-мӗш шкулта пулнӑ.
Унта пӗтӗмпе 10 команда хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Йӗпреҫри 2-мӗш шкул, __Эйпеҫ__ шкулӗ, __Ҫӑкалӑх__ шкулӗ, __Ирҫе Ҫармӑс__ шкулӗ, __Пучинке__ шкулӗ, __Чӑваш Тимеш__ шкулӗ, __Энтриел__ шкулӗ, __Пысӑк Упакасси__ шкулӗ, __Пӑкӑян__ шкулӗ.
Командӑсем пилӗк тапхӑра парӑнтарнӑ: «Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем», «Пӗрремӗш медпулӑшу парассине пӗлесси», «Автохула», «Велосипедпа эрешлесе ярӑнасси», «Пултарулӑх конкурсӗ».
Конкурса хутшӑнакансен пӗлу шайне судьясем хакланӑ. Ҫӑмӑл мар тупӑшура Йӗпреҫри 2-мӗш шкул ачисем маттур пулнӑ, вӗсем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Йӗпреҫри 1-мӗш шкул команди 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Пысӑк Упакасси шкулӗн ачисем 3-мӗш пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ команда — Йӗпреҫри 2-мӗш шкул — Йӗпреҫ район чысне республика вӑййисенче хӳтӗлӗ. Вӑл ҫу уйахӗн 20–21-мӗшӗсенче иртӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |