Новоазовск хулинче пурӑнакан хӗрарӑм, Куповых хушаматлӑскер, Патшалӑх Канашӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин депутачӗ Игорь Кушев патне пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн упӑшки асӑннӑ хулари халӑх хӳтӗлевне кӗрет, ҫавна май ҫемьене хӑратма тытӑннӑ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куповых ачипе асламӑшӗ патне __Комсомольски районне__ куҫса килнӗ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Енрен каясшӑн мар-ха. Унӑн укҫа та, ӗҫ те ҫук-мӗн.
Комсомольски район администрацийӗ Украинӑри Донецк облаҫӗнчи Куповых хушаматлӑ хӗрарӑма ҫурт-йӗрпе тата ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтӑва пахса тухӗ.
Патшалӑх Канашӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Кушев депутат хӗрарӑма тимлӗн итленӗ те Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе телефонпа ҫыхӑннӑ. Унти ертӳлӗх хӗрарӑма ҫуртпа тивӗҫтерме, ӗҫ вырӑнӗ тупса пама шантарнӑ-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |