Раҫҫейре «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» комплекса чӗртсе тӑратма йышӑнчӗҫ. Шкулсенче ӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Владимир Путин йышӑннӑ хушӑва пурнӑҫланӑ май 6 ҫултан пуҫласа 70-чченхи кашни ҫыннӑн йӗтре тӗртме, вӗрен тӑрӑх утма, ҫӳллӗ вырӑнтан шыва сикме, граната пеме пӗлмелле.
Чӑваш Енри 30 вӗренӳ учрежденийӗсемшӗн ку комплекс ҫӗнӗлӗх мар темелле. Вӗсем ГТО виҫине ятарлӑ проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ лаптӑксем шутланаҫҫӗ. Ҫав шутра __Шупашкарти__ 38-мӗш шкул та пур. Унта ӗҫлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, унта вӗренекен 329 ача ишме ҫӳреҫҫӗ, 79-шӗ конькипе ярӑнаҫҫӗ, 51-шӗ тухӑҫри кӗрешӳ мелӗсене алла илнӗ. Пӗлтӗртенпе 100 ытла ача «Шахмат енӗпе пулас вундеркинчӗ» республикӑри юхӑма хутшӑнаҫҫӗ-мӗн. 38-мӗш шкул ачисем ӑҫта хӑҫан тата епле ҫӗнтернисене асӑнса каймӑпӑр.
Ачасене спортпа туслаштарассипе Анатолий Петров вӑй-хал культурин учителӗ йышшисем тӑрӑшаҫҫӗ иккен. Ун шучӗпе, ГТО виҫине атвӑрса питӗ тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Ку вӑл ҫамрӑксене тӗрӗс хаклама май парать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |