Нумаях пулмасть __Лакрей вӑрманӗн__ малашнехи аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Ӑна парк евӗр тума тӗллевленнӗ. Шупашкар администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ, Людмила Маркова, «Арх-форма» тулли мар яваплӑ общество Дмитрий Каталымов, архитекторсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Радий Рахимов, Дмитрий Донсков, «Колобок-лэнд» центр тата Лакрей вӑрманӗн ертӳҫисем реконструкци планне пӑхса тухнӑ.
Унпа килӗшӳллӗн Лакрей вӑрманне тӗрлӗ тӑрӑхсем ҫине пайлӗҫ, вӗсене хӑтлӑ сукмаксем ҫыхӑнтарӗҫ. Халӗ унта кӗмелли вырӑн — пӗрре ҫеҫ. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫиччӗ пулӗ. Ку Ленин проспектӗнче пурӑнакансемшӗн кӑна мар, Гладков урамӗнче, Асанне кукринче кун кунлакансемшӗн те меллӗ пулӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, парк тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсемшӗн канмалли вырӑн пулӗ. Лакрей вӑрманӗн ҫӗнӗ планӗпе килӗшӳллӗн, йывӑҫ-тӗм те нумайрах пулӗ. Халӗ унти 42 гектар лаптӑк ҫинче пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫеҫ — симӗс. Ытти — шывлӑ вырӑн, ҫум-курӑк. Лакрей вӑрманӗнче нумай ҫул ӳсекен юмансем пур. Вӗсене специалистсен пулӑшӑвӗ кирлӗ-мӗн, вӗсене сиплӗҫ. «Арх-фирма» вӑрман лаптӑкне ҫум-курӑкран тасатма сӗннӗ. Вӗсем илемлӗхе пӗтереҫҫӗ-мӗн. Ӗҫсене вӗҫлесен Лакрей вӑрманӗ парк евӗр пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |