3-мӗш лицейре 10–11-мӗш классенче вӗренекенсем __Шупашкарти__ пулас планетари строительствине сӳтсе явнӑ. Кун пирки лицейӗн директор ҫумӗ Людмила Ильметова «АиФ» хаҫат корреспондентне каласа кӑтартнӑ.
Шкул ачисем планетари проекчӗ тавра калаҫнӑ. Вӗсем унпа паллашнӑ хыҫҫӑн хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ. Яш-хӗре проект питӗ кӑсӑклантарнӑ, килӗшнӗ. Ҫавра сӗтелре кашнинех кӑсӑклантаракан ыйтӑва пама май пулнӑ. Унта хутшӑнакансен йышӗнче астрономипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин призерӗсем те пулнӑ.
Людмила Ильметова каланӑ тарӑх, планетари проектри пекех пулать-тӑк — питӗ аван. Унта ҫаврака экранпа фильмсемпе кӑларӑмсем курма май пулӗ иккен. Фильмсем динозаврсемпе ҫыхӑннисем пулӗҫ-мӗн. Шкул ачисем планетарире юрӑ-кӗвӗ мероприятийӗсем тата концертсем ирттересси пирки те калаҫнӑ.
Тӗлпулура астрономипе кӑсӑкланакан ҫын та пулнӑ. Вӑл шкул ачисене космос, ҫӑлтӑрсем, астрономи пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӑй те планетари строительствипе интересленет-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |