Паян тутарсем хӑйсен наци уявне — сабантуя — уявланӑ. Вӑл Шупашкарта республика шайӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ. Пӗлтӗр суха праҫникне __Комсомольски районӗнчи__ __Урмаел__ ялӗнче ирттернӗ.
Уяв Лакрей вӑрманӗнче ирех пуҫланнӑ. Унта Чӑваш Енри тутарсен пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑна мар хутшӑннӑ. Сабантуя «Мишар» ансамбльсӗр пуҫне Тутарстан артисчӗсем ҫитнӗ.
Уява килнисем наци вӑййисене хутшӑннӑ: вӗрен туртнӑ, михӗре чупнӑ… Сабантуйра Мускав, Раҫҫейӗн тӗп регионӗн муфтийӗ Альбир Крганов ыйтнипе алкоголь шӗвекӗсене сутма чарнӑ.
Кӑнтарлахи намаз тумашкӑн ятарла шатер хатӗрленӗ. Хӑшӗ-пӗри вара Лакрей вӑрманӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ мӑсальмансен храмне кӗлӗ тума кайнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |