ЧР ШӖМӗн пресс-служби каллех ултав ҫинчен пӗлтерет. Каллех шӑнман пар ҫине лартса янӑ… Хальхинче ултавҫӑсен аллине __Элӗк районӗнче__ пурӑнакан хӗрарӑм лекнӗ. Хурах — «Америка ҫарӗн салтакӗ» имӗш.
Пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ӗмӗтри арҫыннипе паллашу сайтӗнче паллашнӑ. Хайхискер хӑйне Афганистанра ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать-мӗн, Америка ҫарӗн салтакӗ.
Виртуаллӑ юрату тӑватӑ уйӑха тӑсӑлнӑ. Унтан «салтак» хӗрарӑм патне хӑнана пыма шантарнӑ, анчах ҫула тухма укҫа ҫук-мӗн. «Чун савни» хӗрарӑма тӑкака саплаштарма ыйтнӑ.
Хӗрарӑм нумай шухӑшласа тӑман — «салтак» кӑтартнӑ шут ҫине 12 500 доллар куҫарса панӑ. Анчах… арҫынран кун хыҫҫӑн сас-хура пулман — ҫухалнӑ. Хӗрарӑм кӑштах кӗтнӗ хыҫҫӑн кун пирки полицейскисене пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма йывӑр. Вӗсем хӗрарӑм укҫана Раҫҫей тулашне куҫарнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ултавҫа йӗрлеме май ҫук. Ют ҫӗршыври тӳлев тытӑмӗ вӑрттан информацие пӗлтерме хирӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |