__Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Акчикасси__ ял тӑрӑхӗнче тавралӑха тирпей-илем кӳресси малалла пырать. Хальхинче унта __Ваҫкаҫырми__ ял ҫӑвине тирпейлессипе шӑматкунлӑх йӗркеленӗ.
Ял тӑрӑхӗнче тӑрӑшакансемпе пӗрлех __Сӗренкассинчи__ культура ҫуртӗнче тата вулавӑшра ӗҫлекенсем, вырӑнти ял ҫыннисем пуҫтарӑнса тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатса, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӗ, масар картине юсанӑ.
«Кунта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем вӗсен леш тӗнчене ӑсаннӑ ҫывӑх ҫыннисем пирки манманнишӗн савӑнасса шанас килет. Ырӑ ӗҫе эпир пӗр кун кӑна мар, ытти чух та пурнӑҫласа пырасшӑн», — тенӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |