Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене __Йӗпреҫ районӗ__ йышӑннӑ.

Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.

Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта __Комсомольски районӗнчи__ Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.

Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче __Шупашкарти__ Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. __Шупашкар районӗнчи__ Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ. Перессинче __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ Сергей Крупнов тата Шупашкарти Роза Алексеева 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Шахмат турнирӗнче Шупашкар команди мала тухнӑ. Аэробикӑра Ҫӗмӗрле ҫыннисем маттур пулнӑ. __Красноармейски районӗн__ ушкӑнӗ эстафетӑра ҫӗнтернӗ.

Пӗтӗмӗшле илес тӗк, Шупашкар команди 1-мӗш вырӑн йышаннӑ. Вӗсем Раҫҫей шайӗнче иртекен песнионерсен Спартакиадине хутшӑнӗҫ. Вӑл Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 10–12-мӗшӗсенче пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар команди — 2-мӗш, __Шупашкар районӗн__ ушкӑнӗ 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть