Нумаях пулмасть __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ Ямаш ял тӑрӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» фольклор фестивалӗ иртнӗ. Кунта кунашкалли пӗрремӗш хут иртнӗ. Концерт умӗн мӗн пур ушкӑн __Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси__ ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ Илларион асапҫӑн ҫветтуй ҫӑлкуҫӗ патне ҫитнӗ.
Фестиваль театрализацилесе утассинчен пуҫӑннӑ. Уява республикӑри 7 районти 9 ушкӑн хутшӑннӑ. Праҫник йӗркелӳҫисем — Ямаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, __Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Тӑванкасси ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Владимир Васильев, ҫак районти __Егоркино ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Валерий Григорьев ку уяв республикӑри халӑх пултарулӑхне аталантарма пулӑшнине палӑртнӑ.
Уявра чи малтанах «Ямаш» фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухса чӑваш юррисем шӑрантарнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле районӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ юрланӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер» халӑх фольклор ушкӑнӗ, ҫак районти «Шӳлкеме» халӑх фольклор ушкӑнӗ, __Элӗк районӗнчи__ «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ, __Муркаш районӗнчи__ «Сурпан» вокал ансамблӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ, __Етӗрне районӗнчи__ «Сӑр ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, __Вӑрнар районӗнчи__ «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=74&type=news&id=2782155|**Сӑнсем**__ (34)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |