Кӗҫех ҫуллахи каникул пуҫланӗ те шкул ачисем сывлӑха ҫирӗплетекен уйлӑхсене ӑсанӗҫ. Вӗсен канӑвӗ кӑсӑклӑ кӑна мар, хӑрушсӑр та пултӑр тесе Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви республикӑри ача-пӑча кану базисене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Талӑкӗпех канмалли лагерьсене Федерацин пушар надзорӗн органӗсенче республикӑра кӑҫал 13 шута илнӗ, кӑнтӑрла кӑна канмаллисене — 407.
Пушар хӑрушсӑрлӑхне хаклакансем планпа пӑхнӑ 67 тата планпа пӑхман 28 тӗрӗслев ирттернӗ те ӗнтӗ. Должноҫри 28 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ кӑлтӑксем хушшинче пушара сӳнтермелли тытӑм, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑррине, эвакуаци валли кирлӗ ҫула тивӗҫлипе йӗркелеменнине кӗртеҫҫӗ.
Вӑрманта пушар тухсан кану базисене лекес хӑрушлӑхлисем пилӗк учреждени шутланаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вӗсене пурне те минерализациленӗ йӗрсемпе уйӑрса тухнӑ.
Сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫуллахи тапхӑр ҫывхарнӑ май пушарнӑйсем ача-пӑча уйлӑхӗсенче планпа пӑхнӑ тактика вӗрентӗвӗсем те йӗркелеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ун йышшине __Шупашкар районӗнчи__ «Чайка» (чӑв. ~~Чарлан~~) лагерьте ирттернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви тӗрӗслев ирттернипех ҫырлахмасть. Шыва кӗнӗ чух епле тытмаллине вӗрентет, суранлансан пирвайхи пулӑшу епле кӳмеллине ӑнлантарать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |