Ӗнер историк, этнограф, Атӑлҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатсенчен пӗрине — «Хыпара» — йӗркелекенӗ __Николай Васильевич Никольский__ ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине __Муркаш районӗнчи__ __Купӑрляра__ уявланӑ.
Николай Никольский ячӗллӗ паркра унӑн палӑкӗ умӗнчи митинга __Уйкас Янасал__ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова уҫнӑ, кунти халӑх хӑйӗн ентешӗпе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Муркаш районӗ хӑйӗн паттӑрне чӑнах та манмасть. Ав Николай Никольский ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Купӑрляра, историк тата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗсенчен пӗрине йӗркелекен кун ҫути курнӑ ялта, унӑн бюстне лартнӑ. Этнограф ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ чухне Никольский музейне реэкспозици тунӑ, шкула ҫӗнетнӗ, тӗслӗх вулавӑш уҫнӑ.
Район историне, унӑн паллӑ ентешӗсене халалласа «Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ» кӗнеке кӑларнӑ. Купӑрляра, Никольский ҫуралнӑ ҫуртра, ятарлӑ паллӑ ҫакнӑ, Николай Васильевичӑн ашшӗ тунӑ парка тата пӗвене ҫӗнетнӗ.
Шупашкарта Николай Никольский ячӗпе проспект хисепленет. Муркаш тата Элӗк районӗсенче унӑн ячӗллӗ урамсем пур. Этнограф ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа Юрий Жуков композитор Лидия Туктина сӑвви тӑрӑх юрӑ хывнӑ. Вӑл «Тӑван халахшӑн ун ӗҫӗсем» ятлӑ. Шӑпах ҫак юрра __Иван Христофоров__ ӗнер ирхине паркра юрланӑ.
Николай Никольские республикӑра кӑна мар, ытти тӑрӑхра та пӗлеҫҫӗ. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев «хыпарҫӑсем» тӑрӑшнипе Никольскин юбилейӗсене паллӑ тума тытӑннине каланӑ. Пӗрремӗш хут ӑна этнограф ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине уявланӑ. Алексей Петрович Шупашкарта Никольский ячӗллӗ проспект пуррине палӑртнӑ, анчах пӗр ӗмӗт ҫеҫ хальлӗхе пурнӑҫланман-мӗн: Николай Васильевичӑн палӑкне тумалла. Алексей Леонтьев ҫакна валли укҫа пуҫтармашкӑн кӗҫех шут уҫӑлмаллине пӗлтернӗ.
Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗн директорӗ В.В.Сапожников студентсем этнографа хисепленине, унӑн сӑнне вӗсем картинӑна куҫарнине палӑртнӑ. «Ӑслӑлӑхсен тата ӳнерӗн чӑваш халӑх академийӗ» вара Николай Никольскин алҫырӑвӗсене хатӗрлес ӗҫе малалла тӑсать.
Николай Васильевичӑн тӑванӗ Н.П.Пантелеймонов митингра ӑна ӑшшӑн аса илнӗ. Вӑл Никольскин ҫырӑвӗсене, пӗр-пӗрин патне студент чухне ҫӳретнисене, 10 ҫултан тупнӑшӑн савӑннӑ иккен.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&type=main&id=2782834|**Сӑнсем**__ (30)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |