Нумаях пулмасть __Шупашкар районӗнчи__ __Пархикассинчи__ информаципе культура центрӗнче хуткупӑспа калакансен тата такмак ӑстисен районти фестиваль-конкурсӗн суйлав тапхӑрӗ иртнӗ. «Янӑра, чӑваш хуткупӑсӗ» ят панӑскере Леонид Ефремов хуткупӑс ӑстине халалланӑ.
Ӑна кӑҫал пуҫласа ирттермеҫҫӗ-ха. Фестивале ӑстан мӑнукӗ, __Шӗнерпуҫӗнчи__ «Шинер» фольклор коллективне ертсе пыракан Дмитрий Ефремов аслашшӗн ятне асра тытса пуҫарнӑ.
Суйлав турне районӗпех пухӑннӑ. Тӳресене чи пултаруллисене суйлама ҫӑмӑл пулман теҫҫӗ. Финала __Сарапакассинчи__ Юрий Андреев тата «Савнӑ ен» коллектив, Ҫӗньял-Покровкинчи Виссарион Андреев, Владислав Степанов, Эдуард Попов тата Мария Иванова, __Янӑш__ ял тӑрӑхӗнчи Сергей Григорьев тата Альбина Александрова, __Вӑрман Ҫӗктерти__ «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ, __Шемшер__ ял тӑрӑхӗнчи Александр Ильин тухнӑ. Вӗсен концерчӗ эрнекун районти культура ҫуртӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |