Нумаях пулмасть Мурманскри патшалӑх ӑслӑлӑх вулавӑшӗн таврапӗлӳ залӗнче I Чӗлхесен фестивалӗ иртнӗ. Мурманскри чӑвашсем Иван Яковлев ҫуралнӑ кунне халалласа мероприяти ҫулленех йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал Мурманскри «Чӑвашсен культура обществи» общество организацийӗпе Мурманскри патшалӑх ӑслӑлӑх вулавӑшӗ пуҫарнипе Чӗлхе фестивальне йӗркелеме шухӑшланӑ.
2010 Ҫырав поляр унки леш енчи Кольскра 110 ытла национальноҫ пурӑннине палӑртнӑ. Пӗтӗмпе Мурманск облаҫӗнче 795,4 пин ҫын пурӑнать. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — вырӑссем (89 процент). Иккӗмӗш вырӑнта — украинсем. Виҫҫӗмӗшӗнче — беларуҫсем. 4-мӗш вырӑнта — тутарсем, 5-мӗшӗнче — азербайджансем. Кунта 1,8 пин чӑваш пурӑнать. Ҫавӑн пекех Мурманск облаҫӗнче абазинсем, коряксем, кумандинсем, мансисем, хантсем… пурӑнаҫҫӗ. Анчах вӗсен йышӗ 10 ҫынран иртмест.
Чӗлхесен фестивалӗнче иврит, саам, беларуҫ, украин, нимӗҫ, чӑваш чӗлхисем пирки хӑтлав кӑтартнӑ, информаципе паллаштарнӑ. Кольскри саам радиовӗн директорӗ Валентина Совкина пӗрремӗш тухса калаҫнӑ. Кольск ҫурмаутравӗнче 1,6 пине яхӑн саам ҫын пурӑнать иккен. Галина Зенькович «Иврит» темӑпа калаҫнӑ. 3-мӗш курсра вӗренекен Алина Николаева нимӗҫ чӗлхипе паллаштарнӑ.
Фестиваль вӗҫӗнче Валериан Гаврилов чӑваш чӗлхипе паллаштарнӑ. Унта хутшӑнакансем чӑваш чӗлхин историне пӗлнӗ кӑна мар, ҫак чӗлхепе вулама та хӑвӑрт хӑнахнӑ-мӗн. Фестиваль вӗҫленсен пурне те Чӑвашри паллӑ фирмӑсен пылак ҫимӗҫӗпе, квасӗпе хӑналанӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |