Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн Курултайӗ Пушкӑртстанри тутарсем пурӑнакан пая Тутарстанпа пӗрлештерес ыйтӑва ҫӗкленӗ. Съезд резолюцине ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Звезда Поволжья» хаҫатра пичетленӗ.
Курултай палӑртнӑ тӑрӑх, Пушкӑрт Республикинче тутарсен йышӗ — иккӗмӗш вырӑнта (пӗрремӗш вырӑнта, паллах, Тутарстан). Съезд шухӑшӗпе, тутарсен ушкӑнне культурӑпа вӗренӳ ыйтӑвӗсене уҫӑмлатас, республикӑн политика ертӳлӗхӗн шайӗнче вӗсен ыйтӑвӗсене шута илес ҫӗрте хӗсӗрлеҫҫӗ-мӗн.
«Пушкӑртстанри тутарсен йышӗ Тутарстанра пурӑнакансеннипе танах. Анчах вӗсем хӑйсен нацине аталантарас тӗллевпе патшалӑх тата ытти пулӑшупа усӑ курманпа пӗрех. Курултай кунашкаллине хирӗҫ. Тутарсем кирек ӑҫта пурӑнсан та Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ тата пайланман халӑхӗ. Вӗсем нацие аталантармашкӑн Раҫҫейӗн ытти халӑхӗпе танах тивӗҫлӗ», — тенӗ резолюцире.
Ҫавӑнпа Курултай, пӗрремӗшӗнчен, Пушкӑртстанра тутар чӗлхине патшалӑх чӗлхи туса хума тӗллевленнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, референдум йӗркелесшӗн («тутар халӑхӗллӗ Уфимск кӗпернин пайне Тутарстанпа пӗрлештересси»).
Аса илтермелле: 2012 ҫулхи кӗркунне ЧР Патшалӑх Канашне республика чиккине пӑхса тухма сӗннӗ. Ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ ҫынсем чӑваш ҫӗрӗсене Чӑваш Енпе пӗрлештересшӗн пулнӑ-мӗн. Сӑмах Тутарстанри, Ҫӗпрел, Теччӗ, Пӑва районӗсем пирки пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |