Ҫӗршыв чиккисене хураллакансене халалласа __Хӗрлӗ Чутайри__ фонтан патӗнче патшалӑх чиккин тӗп символне — чикӗ юпине — лартнӑ. Вӑл — чӑн-чӑнни пекех. Ӑна калӑпӑшне, тӗсне, ӳкерчӗкне пӑхса хатӗрленӗ.
__Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ хӑй вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршывӑн чиккине ҫӗр ҫинче тата шыв ҫинче хуралланӑ арҫын нумай пурӑнать. Шӑпах вӗсем ҫак юпана лартма сӗннӗ. Расхутне те хӑйсем ҫине илнӗ.
Хӗрлӗ Чутайри ҫак юпа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫӗршыв чиккине хураллакансене манма памӗ, ҫак ӗҫре тӑрӑшнисене пӗрлештерӗ.
Стелӑна Чикӗ хуралҫисен кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |