Ҫу уйӑхӗн 16–18-мӗшӗсенче Атӑлӑн йӑлӑм енче ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен слечӗ иртнӗ. Унта __Муркаш районӗнчи__ __Юнкӑ__ шкулӗ ҫумӗнчи ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫесем» команди, __Етӗрне районӗнчи__ 1-мӗш гимназин «Тӑван Ен» команди хутшӑннӑ.
Ачасем слета хатӗрленнӗ май тӑван ен культурин историне аса илнӗ. Вӗсем слетра 9 конкурсра тупӑшнӑ. Хӑйсене паллаштармалли конкурсра Юнкӑсем ҫӗнтернӗ. «Халӑх вӑййисем» конкурсра Етӗрне районӗн ачисем Сутмалла, Муркаш районӗн команди Тутӑрла вылянӑ. Кунта «Тӑван Ен» команда ҫӗнтернӗ.
«Наци кухни» конкурсра наци ҫимӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Юнкӑсем чӑкӑт хатӗрленӗ, Етӗрне районӗ — шӑрттан. Кунта туслӑх ҫӗнтернӗ.
«Таврапӗлӳ объекчӗ пирки каласа кӑтартасси» конкурсра «Чӑваш Ен» санаторипе паллаштарнӑ. Яш-хӗр 3 сехет кун пирки информаци пухнӑ. Кунта Юнкӑсем маттуртарах пулнӑ.
«Таврапӗлӳҫӗсем — пӗлӳҫӗсем» конкурсра Чӑваш Ен историйӗпе географийӗ пирки ыйтусене хуравлама тивнӗ. Кунта вара «Тӑван Ен» ҫӗнтернӗ.
«Наци йӑлине кӑтартасси» конкурсра Улӑп каҫне тата Ача ҫуралнине кӑтартнӑ. «Тӑван Ен» маттур пулнӑ. Икӗ команда ытти конкурсра та пултарулӑхне, пӗлӳ шайне тӗрӗсленӗ.
Слет вӑхӑтӗнче командӑсем «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен слечӗ» стена хаҫачӗ хатӗрленӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Юнкӑри «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсем» команда 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Етӗрне районӗнчи «Тӑван Ен» 2-мӗш пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |