Славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунӗ умӗн __Канашра__ славян азбукине хатӗрленӗ Кириллпа Мефодие халалланӑ «Славян тӗнчи — 2014» IV фестиваль иртнӗ.
Кӑҫалхи фестивальте сакӑр номинаци пулнӑ. Ачасем кашни номинацирех пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. «Чӑнлӑха пӗлес тесен азбукӑран пуҫӑн» ӑс-тӑн вӑййине __Канашри__ тӗп вулавӑшра йӗркеленӗ. Ачасен хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсен «Пирӗн чӗлхе паллӑ та мухтавлӑ!» конкурсӗ Канашри 11-мӗш шкулта иртнӗ. Поэзи вулакансен «Сӑмах патне ҫитерекен ҫул — храм ҫулӗ» конкурсӗ Тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ Ҫветтуй Николай храмӗ ҫумӗнчи Вырсарни шкулӗнче пулнӑ.
Фестивальте «Вӑхӑт ҫыхӑнӑвӗ — ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ те иртнӗ. Ҫавӑн пекех эссепе сочиненисен, алӗҫӗсен, ӳкерчӗксен конкурсӗсене йӗркеленӗ.
Фестиваль пысӑк концертпа вӗҫленнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Концертра ачасем те, аслисем те юралнӑ-ташланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене сакӑр номинацире палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |