Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май вӑрӑмтунасем ӗрчеме пуҫларӗҫ. Вӗсем __Шупашкарта__ та, ялсенче те нумай. Ялта, шел те, вӗсене ятарласа пӗтермеҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакансене вара вӑрӑм тунасенчен хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ.
Йышланнӑ вӑрӑм тунасем ҫынсене канмалли вырӑнсенче тапӑннӑран Шупашкар хула администрацинчен пулӑшу ыйтакан сахал мар пулнӑ. Ҫавна май администраци вӑрӑм тунасене дезинфекцилеме йышӑннӑ.
Ҫак ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫӑннӑ. Ӑна 25-мӗшӗнче вӗҫлӗҫ. Унччен 25 объекта дезинфекцилӗҫ. Вӗсен йышӗнче — скверсем, парксем, бульварсем… Пӗтӗмпе — 639 тӑваткал метр.
Харӑсах темиҫе бригада ирхи 3–7 сехетсенче ӗҫлӗ. Ятарлӑ экологи организацийӗ вӑрӑм тунасене ҫӗнӗ препаратсемпе пӗтерет. Вӗсем ҫыншӑн сиенлӗ мар, нормативсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Пӗр объекта дезинфекцилеме 1–1,5 сехет кирлӗ. Препаратсем курӑк ҫинче, йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче юлӗҫ. Эмел хурт-кӑпшанка пӗтерӗ, ӗрчеме май памӗ. Вӑл ҫулла вӗҫленичченех пахалӑхне ҫухатмӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |