Руль умне ларсан тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки яланах асархаттараҫҫӗ-ха, ҫапах ҫакна уяманнисем тупӑнаҫҫӗ. Вӗсене пула ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлать.
Нумаях пулмасть __Шупашкара__ кӗнӗ ҫӗрте пӑтӑрмах пулса иртнӗ. __Муркаш районӗнче__ пурӑнакан 76 ҫулти старик Етӗрне ҫулӗпе пынӑ чухне ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма асӑрхаман — ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вара пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тарса ҫухалма хӑтланнӑ.
Нумай тарайман. ПАИ экипажӗ ӑна Шупашкар районӗнчи __Хыркасси__ патӗнче тытса чарнӑ. Старик пакунлисене… ӗне ҫапса кайнине пӗлтернӗ. Ватӑскер хӗрарӑма ӗнерен уйӑрайман-ши?..
Халӗ старикӑн ҫул-йӗр правилисене пӑсса ҫынна вӗлернӗшӗн кӑна мар, аманнӑ хӗрарӑма пулӑшманшӑн та явап тытма тивӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |